Элӗк районӗнчи Ураскилтре пурӑннӑ арҫыншӑн Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ инкекпе вӗҫленнӗ. Сехет 12 хутчен шакканӑ хыҫҫӑн ялти пӗр ҫуртра пушар тухнӑ, пӗр хутлӑ кирпӗч пӳрт ҫуннӑ.
Шел те, пушарта кил хуҫи вилнӗ. Ҫулӑма сӳнтерме 2 техника, 6 ҫын ҫитнӗ. Анчах арҫынна ҫӑлма май килмен. Ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн ҫав ҫуртра пурӑннӑ арҫыннӑн виллине тупнӑ. Вӑл – 1949 ҫулта ҫуралнӑскер.
Пушар ӑҫтан тухнӑ? Халӗ ку ыйтӑва уҫӑмлатаҫҫӗ, следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Арҫын мӗншӗн вилнине палӑртаҫҫӗ, медицина тата пушар-техника экспертизи ирттерес ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Ӗнер «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» журналисчӗсем Шупашкарти каҫхи клубсенчен пӗрне 77 ҫулти кинемейпе кайнӑ. Издательство ҫурчӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Элӗк районӗнчи Хурасанти 77 ҫулти Надежда Афанасьева журналистсемпе дискотекӑна унччен те ҫӳренӗ. Хальхи шучӗпе — виҫҫӗмӗш.
«Ман ачалӑх пулман, ҫамрӑклӑхпа савӑнса юлайман. Ҫавӑнпа халь май пур таран хавасланма тӑрӑшатӑп», — тенӗ иккен кинемей. Кинеми ҫапла каланине «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ Алина Изман пӗлтернӗ.
Кинемипе пӗрле ҫамрӑксем карталанса ташланӑ, ӑна пӗри те тепри ыталаса сывлӑх суннӑ. Ҫынсем унпа тӑрса сӑн ӳкерӗннӗ. Вӑл дискотека ҫӑлтӑрӗ пулнӑ. Сцена ҫине тухса юрлама та ыйтнӑ — кинеми турткалашса тӑман, ҫамрӑксен кӑмӑлне тунӑ.
Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗ ялӗнче пушар машини валли гараж хута янӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ – ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ҫӗнӗ гаражпа паллашнӑ. Тӗлпулӑва таврари ялсенчи ҫынсем те пухӑннӑ.
Ял ҫыннисем хӑтлӑ гаража тивӗҫлипе хакланӑ. Унта пушарнӑйсем валли пӳлӗм, котельнӑй пур. Ку проекта хута яма 1 миллион тенкӗ патнелле тӑкакланӑ. Укҫан 60 процентне республика хыснинчен уйӑрнӑ. Ял ҫыннисем те гараж строительствине тӳпе хывнӑ, пӗтӗмпе 215 пин тенкӗ пухнӑ.
Ял ҫыннисем самантпа усӑ курса министрпа хӑш-пӗр ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫынсене ытларах сӗт хакӗ пӑшӑрхантарнӑ. Сергей Артамонов сӗт рынокӗнчи лару-тӑру пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра сӗт хакӗ тивӗҫлӗ шайра тытӑнса тӑрать. Унӑн хакӗ пахалӑхӗнчен килнине палӑртнӑ.
«Юнармия» ача-пӑчапа ҫамрӑксен пӗтӗм ҫӗршыври юхӑмӗн 8 уйрӑмӗ ту хысакӗ ҫине улӑхассипе тупӑшнӑ. Республикӑри ҫак ӑмӑрту «Кошка» (чӑв. Кушак) центрта иртнӗ.
Тупӑшӑва Шупашкарти 18-мӗш шкулти, Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет Союзӗн Геройӗн М.М. Кузнецов ячӗллӗ кадет лицейӗнчи, Канашри 6-мӗш шкулти, Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗнчи, Канаш районӗнчи Янкӑлч, Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулти, Комсомольскинчи 2-мӗш шкулти ачасем хутшӑннӑ.
Унта 14 ҫултан пуҫласа 17-чченхи юнармеецсем тупӑшнӑ. Яшсемпе пикесенчен Комсомольскинчи Стас Курицынпа Эльза Кузнецова мала тухнӑ. Ушкӑнпа та Комсомольскинчи 2-мӗш шкул командине ҫитекен пулман, иккӗмӗш вырӑнта — Шупашкарти 18-мӗш шкул, виҫҫӗмӗшӗнче — Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкул.
«Пире тӑван кӗтсе тӑрать», «Шӑматкун каҫхине», «Ҫыру ҫырсамӑр салтаксем патне» - ҫак юрӑсен авторӗ камне калама та кирлӗ мар. Юрий Кудаков! Ҫак кунсенче вӑл 75 ҫул тултарнӑ. Унӑн кӗввисем «Праски инке хӗр парать», «Ҫӗмӗрт шап-шурӑ ҫеҫкере» спектакльсене те илемлетеҫҫӗ.
Юрий Кудаков Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче 8 ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Юбилей каҫӗ унта иртнӗ. Ентешӗсем ӑна хисеплеҫҫӗ. Композитор Хутар, Ҫӗмӗрле районӗн гимнӗсене хайланӑ. Ытти тӑрӑхсене те ҫырса панӑ вӑл. Тӗслӗхрен, Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ялӗнче пурӑнакан Лев Ефимова йӑх гимне хайласа панӑ. Вӗсем пӗр-пӗрне 50 ҫула яхӑн паллаҫҫӗ.
Хутара композитора саламлама Шупашкартан чылай хӑна килнӗ. Тӗслӗхрен, Чӑваш халӑх ӳнерҫи Николай Енилин. Вӑл Юрий Кудакова ҫамрӑк чухне пир ҫине ӳкерсе юлнӑшӑн хӗпӗртет.
Уяв каҫӗнче пултаруллӑ композитор ҫӗр-ҫӗр ӑшӑ сӑмах илтнӗ. Унӑн юррисене чӑваш халӑхӗ чунран юратать.
Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗрпел ялӗнче арҫын ҫӑла кӗрсе ӳкнӗ. Юрать, вӑл чӗрӗ юлнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна, суранланнӑскере, медпулӑшу кирлӗ пулнӑ.
Ҫӑл виҫӗ метр тарӑнӑш пулнӑ. 33 ҫулти арҫын унта ӑнсӑртран персе аннӑ. Вӑл унтан хӑй тӗллӗн тухайман. Телее, ҫывӑхра тӑванӗсем пулнӑ. Виҫӗ метр ҫӳллӗшӗнчен персе аннӑ арҫын аманнӑ. Кӑштах вӑхӑт иртсен вӑл пульницӑна пулӑшу ыйтма кайнӑ.
Сӑмах май, кунашкал пӑтӑрмах Элӗк районӗнче те пулнӑ. Унта 1963 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ҫӑла кӗрсе ӳкнӗ. Вӑл та унтан хӑй тӗллӗн тухайман, мӗншӗн тесен тӑм ӑшне кӗрсе ларнӑ. Арҫынна ятарлӑ альпснаряженипе усӑ курса кӑларнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ премьерӑна хатӗрлет. Унта «Юрату пурах иккен!» спектакле лартассипе ҫине ӗҫлеҫҫӗ. Халӗ театрта репетици малалла пырать.
Ҫӗнӗ спектакле иртнӗ эрнекун Элӗкри культура ҫуртӗнче пуҫласа лартнӑ. Спектакле район центрӗнче тата районта пурӑнакансем курнӑ.
«Юрату пурах иккен» музыка комедине Дмитрий Петров режиссер лартнӑ, пьеса авторӗ – Чӑваш Енӗн искусствин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Элӗк районӗнче пурӑнакан хӗр тӗлӗшпе икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл тӳлеве саккунсӑр майпа илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2013 ҫулта, ун чухне хӗр 18 ҫул тултарман-ха, ҫывӑх ҫыннине ҫухатнӑ хыҫҫӑн пенси илме тытӑннӑ. 2014 ҫулта вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе вӗренӳ заваденийӗнчен кайнӑ. Ҫавна май унӑн пенси илмелле пулман. Анчах хӗр вӗренменни пики кирлӗ ҫӗре пӗлтермен.
Ҫапла майпа 2014 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 2016 ҫулхи ҫӗртмеччен вӑл 176 пин тенке яхӑн илнӗ. Халӗ ӗҫсене малалла тишкереҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫав районтах пурӑнакан 52 ҫулти арҫын та 44 пин тенкӗ компенсаци тӳлевне саккунсӑр майпа илнӗ.
«Газпром межрегионгаз Чебоксары» общество пресс-конференци ирттерсе газ парӑмӗ пирки калаҫнӑ. Журналистсем парӑма кӗрсе кайман-ха, ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисем тата муниципалитетсем газшӑн вӑхӑтра тӳлессишӗн хыпсах ҫунмаҫҫӗ иккен.
Общество пуҫлӑхӗ Кияметдин Мифтахутдинов газ парӑмӗ республикӑра 2 млрд тенке ҫывхарнине пӗлтернӗ.
«Ытти ҫул ҫулла парӑм чакатчӗ. Кӑҫал вара сахалланма мар, ӳссе кайрӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне парӑм 1,87 млрд тенке ҫитрӗ», – тенӗ Кияметдин Мифтахутдинов. Вӑрнар, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Шупашкар районӗнсенчи тата Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче организацисен парӑмӗ уйрӑмах пысӑк-мӗн.
Пуян мар Улатӑр, Элӗк, Йӗпреҫ районӗсем парӑмсемпе татӑлнӑ, тупраллӑ Вӑрнар районӗ «Газпромом» умӗнчи парӑма ҫулталӑкра 7 млн ӳстерсе 18,8 млн. тенке ҫитернӗ. Куславкка парӑмӗ — 31 млн. Улатӑрпа Канаш та тӳлев виҫине пысӑклатса янӑ.
Элӗк районӗнче пурӑнакан хӗрарӑмӑн пахчара мӑкӑнь ӳстернӗшӗн явап тытма тивӗ. Полицейскисем унӑн пахчинче 72 туна ҫак ӳсен-тӑрана тупнӑ.
Ҫак хӗрарӑм ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче хуҫалӑхӗнче мӑкӑнь ӳснине асӑрханӑ. Анчах вӑл вӗсене тӑпӑлтарса пемен, пачах тепӗр май - шӑварма, ҫумкурӑкран тасатма пуҫланӑ.
Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пахчара мӑкӑнь ӳснине полицейскисем асӑрханӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл наркотик курӑкне ӳстернӗ тесе айӑпласшӑн. Ку ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |